Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнетнӗ правилӑсемпе паллашасшӑн пулин те вӗсене тепӗр 2-3 уйӑх кӗтме ыйтрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра правилӑсене юридици шайӗнче ҫирӗплетес ӗҫ пыни пирки Юрий Николаевич Исаев каларӗ.
Малалла шкулсенче усӑ куракан вӗренӳ кӗнекисемпе методика кӑтартӑвӗсем тавра калаҫу иртрӗ. Доклад калаканӗ Ираида Степанова пулчӗ. 2017 ҫулта вӗренӳ кӗнекисен ҫӗнӗ федераллӑ йышне хатӗрленӗрен вӗренӳ министрӗ чӑваш чӗлхи учебникӗсем те унта пулсан аван пулнине палӑртрӗ, вӑл списока ҫирӗплетиччен ӗлкӗрме сӗнчӗ. Ку ӗҫе тума вара ҫывӑх вӑхӑтра «ҫул-йӗр карттине» тума сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствине вӗренӳ кӗнекисене ытларах тиражпа кӑларма сӗнчӗҫ.
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ.
Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси.
Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗнче тепӗр ыйтӑва та хускатнӑччӗ: чӑваш чӗлхипе хӑш хутсене кӑларса йӗркелесси пирки. Ку ӗҫпе тӳре-шара пуҫ ватни ҫинчен ларӑва ятарласа чӗннӗ Булатова Эльвира Александровна каласа пачӗ.
Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ Раҫҫейри ытти республикӑсенче ку тӗлӗшпе саккунсем мӗнле пулнине паллаштарчӗ, пухӑннисенчен хӑш хута чӑвашла тума сӗнесси пирки ыйтрӗ. Комисси пайташӗсем вара ҫак хутсене чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ: ЗАГС паракан хутсене (ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни ҫинчен пӗлтерекеннисене /вӗсемпе халӗ те тивӗҫтереҫҫӗ/), республикӑна пӑхӑнакан вӗренӳ учрежденийӗсем паракан вӗренӳ аттестачӗсене икӗ чӗлхепе. Паспортри чӑвашла вкладыша вара ҫын ыйтсан чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ.
Ларура вкладыш епле пулмалли пирки те сӑмахларӗҫ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тума та пуҫланӑ, анчах ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ҫав вӑхӑтри хутсене ҫӗклесе вкладышӑн шаблонне тупса ӑна тӳре-шарасене тивӗҫтерме шантарчӗ.
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ, унта пӗртен пӗр ыйтӑва — Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртессине сӳтсе яврӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем тӑратрӗҫ.
Ларӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвне ятарласа чӗннипе Булатова Эльвира Александровна — Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ — килнӗ, вӑл ҫак улшӑнусене мӗнле сӑлтавсене пула кӗртнине, мӗнле Федераллӑ саккунсем ҫине таяннине ӑнлантарса пачӗ.
Чи тавлаштаракан улшӑнусен шутне саккунри 10-мӗш статья кӗнӗрен ун пирки самай калаҫрӗҫ. Чӗлхе комиссийӗн йышне кӗрекенсем референдум-суйлав таврашӗнче чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки сӗнчӗҫ. Улшӑнусенче вара пирӗн тӑван чӗлхепе май пулсан ҫеҫ усӑ курмалла ҫырса хунӑ. Яковлев Пётр Яковлевич калашле кунашкал йӗрке чӑваш чӗлхине суйлавра патшалӑх чӗлхинчен антарса тутар е ирҫе чӗлхисен шайне ҫитернипе пӗрех.
Иртнӗ уйӑхра «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвӗ иртнӗ май тӗп хуламӑрта чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетсе тухрӗҫ. Питӗ васкарӗҫ курӑнать — чарӑнусене чӑвашла ятсемсӗр хӑварчӗҫ, вырӑслисенче йӑнӑшсем тукаларӗҫ. Хайхи вырӑсла ҫырнисенчи йӑнӑшсене хӑвӑрт юсаса тухрӗҫ пулсан, чарӑну ячӗсем чӑвашла самай вӑхӑт иртсен те хӑй вырӑнне йышӑнаймарӗ.
Паянхи куна илес пулсан пире савӑнмалли, тӳре-шарана мухтамалли сӑлтав пурах. Тинех Шупашкарти чарӑну ячӗсем — вырӑсла та, чӑвашла та. Эпир хамӑр ку лайӑх пулӑма хулан тӗп урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче асархарӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ ытти урамсенче те ҫавнашкалах пуль тетпӗр.
Сӑмах май, раштавӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи комиссийӗн 2014 ҫулти иккӗмӗш ларӑвӗ иртмелле. Пӗрремӗш ыйтура унта муниципалитет йӗркеленӗвӗсен — Шупашкар хулин тата Патӑрьел районӗн — администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунне мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен калаҫмалла. Шӑп та шай ҫавӑн тӗлне вырнаҫтарса тухнӑ та пулинех хула администрацийӗ. Ҫавах мухтас пулать — чӑвашла ятсенче йӑнӑшсем курмарӑмӑр.
Ӗнер, ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхе комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Пӗлтӗр ҫак комисси пӗрре те пухӑнманнине шута илсен ку самай пӗлтерӗшлӗ пулӑм теме пулать.
Пӗтӗмӗшле 4 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев Пӗрлехи чӗлхе комиссине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн яваплӑхне куҫарни пирки пӗлтерчӗ. Унччен, асаилтерер, ку тивӗҫе икӗ министерство пурнӑҫлатчӗ — вӗренӳ тата культура министерствисем. Юрий Николаевич чӗлхе комиссийӗн малашнехи ӗҫӗ епле пуласси пирки те чарӑнса тӑчӗ. Вак-тӗвек ыйтусемпе — тӗслӗх вырӑнне ҫыравҫӑсен псевдонимӗсене епле ҫырмаллине татса панине илсе пачӗ — ӗҫлеме шутламанни ҫинчен каларӗ. Комисси малашне министерствӑсенче мар, институт яваплӑхӗнче пулнӑран вӑл ҫивӗчрех ыйтусем тӑратма шутлани пирки пӗлтерчӗ.
Иккӗмӗш ыйтура Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пулчӗ. Геннадий Дегтярёв ӑсчах вӑл епле иртни пирки тата ҫитес ҫул ӑна мӗнлерех йӗркелеме шутлани пирки (сӑмах май, диктанта чӗлхе комиссине шантарса парасшӑн) каласа пачӗ.
Пурнӑҫ кустӑрми пӗрре те пӗр вырӑнта тӑмасть — кусать те кусать малалла. Технологисем те унран юлмасла аталансах пыраҫҫӗ. Windows XP тин ҫеҫ чи анлӑ сарӑлнӑ операци системи пулсаччӗ — халь вӑл вырӑна Windows 7 йышӑнасшӑн тапӑҫланать. Тимӗрӗ те, компьютер ӑш-чикӗ, улшӑнать — хӑватлансах пырать. 64 битлӑ операци системисене усӑ куракансем нумайланса пынӑран чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма (раскладкӑна) вӗсем валли хатӗрес ыйту тухса тӑчӗ.
Паянтан пуҫласа унашкал сарӑма Чӑваш чӗлхи комиссийӗн сайтӗнче тупма пулать — ӑна ун валли усӑҫсем (пользовательсем) ыйтнипе ятарласах хатӗрленӗ. Эсир ӑна «Материалсем» пайра курайратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |